Кивӗ Сӗнтӗр (Кӗтнеҫи Сӗнтӗр; выр. Старый Сундырь) — Чӑваш Республикин Комсомольски районӗнчи ял. Вӑл Александровски ял тӑрӑхне кӗрет. Шупашкара ҫитме 128 км, район центрне ҫитме — 13 км, чукун ҫул станцине ҫитме — 44 км. Историри ячӗ — Сундырь Старый.
Ял Чӑваш Республикин Комсомольски районӗнче вырнаҫнӑ.
Ял пирки пӗрремӗш хут 1747 ҫулта асӑннӑ. 1795 ҫулта 33 кил пулнӑ. Ял ҫыннисем 1724 ҫулччен ясак тӳлекен хресченсем, 1866 ҫулччен патшалӑх хресченӗсем пулнӑ. Вӗсем ҫӗр ӗҫӗпе, выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетессипе, пир-авӑр тӗртессипе, ҫӗвӗ ӗҫӗпе, атӑ-пушмак ҫӗлессипе, пичке тӑвассипе тата платник ӗҫӗпе аппаланнӑ. 1893 ҫулта чиркӳ прихучӗн шкулӗ уҫӑлнӑ. 1931 ҫулта «Правда» колхоз йӗркеленнӗ.
Администраци пайӗпе ял Сӗве уесӗнчи Хозесаново вулӑсне, кайран Ҫӗрпӳ уесӗнчи Каҫал вулӑсне (1922 ҫулччен) кӗнӗ. 1922 ҫултанпа 1927 ҫулччен — Патӑрьел уесӗнче пулнӑ. 1927–1935 ҫулсенче — Аслӑ Патӑрьел районне, 1935–1939 ҫулсенче — Патӑрьел районне кӗнӗ. 1939 ҫултанпа 1962 ҫулччен тата 1965 ҫултанпа — Комсомольски районӗнче, 1962–1965 ҫулсенче — Канаш районӗнче пулнӑ.
Халӑх йышӗ:
Чӑвашсемпе вырӑссем пурӑнаҫҫӗ.
Фельдшер пункчӗ, клуб, вулавӑш, 2 лавкка пур.
2010 ҫулта «Правда» ТМЯП ӗҫленӗ.
Статья каҫми :: Пичет версиӗ 